Канашлӑва пухӑннисем малтанах Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк ҫул ҫинче пулса курчӗҫ. "Чувашупрдор" пӗрлешӳ ертӳҫи Станислав Любимов тӗслӗхлӗ ҫул хӗрри мӗнле пулмаллине кӑтартрӗ. Пӗр енче йывӑҫсене касса тухнӑ, лаптӑка кивӗ курӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Тепӗр енче вара ҫак ӗҫе туман. Ӳссе кайнӑ йывӑҫ-тӗм ҫул паллисене, сигнал юписене хуплама пултарать, хӗлле вӗсене юр хӗвет. Семинара пуҫтарӑннисене шӑпах ҫулсене ҫулла тата хӗлле мӗнле пӑхса тӑмалли пирки ӑнлантарчӗҫ.
Диана Иванова, Святослав Петров