Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче регион ҫулӗсене пӑхса тӑракан 5 предприяти юсав ӗҫне пикеннӗ. "Воддорстрой" предприяти, сӑмахран, малтанах Сӗнтӗрвӑррипе Шупашкар районӗсене тимлӗх уйӑрнӑ. Унтан Ҫӗрпӳ, Патӑрьел, Комсомольски тӑрӑхӗсенчи ҫулсене йӗркене кӗртме тытӑннӑ.
Пӗрлешӳ 9 муниципалитетри ҫул-йӗре тимлесе тӑрать. Унӑн ертӳҫи Леонид Евдокимов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул тытӑмӗ, пӗтӗмӗшле илсен, лайӑх хӗл каҫнӑ, ытлашши юхӑнман. Планпа пӑхса хунӑ ӗҫсене ака уйӑхӗн ҫурринче вӗҫлеме тӗллев лартнӑ.
Леонид Петров, Михаил Солин