Ҫулсене ҫийӗнчех йӗркене кӗртме ҫӑмӑл мар

Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнчи регионсене ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑк хӑй ытамне илчӗ. Чӑваш Енре те юр кӗрчӗсем самай ӳсрӗҫ.

Гидрометцентртан пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш 10 кунӗнче кӑна Шупашкарта уйӑхри нормӑн 40 ытла проценчӗ чухлӗ ҫунӑ. Ҫул-йӗре пӑхса тӑракансене ҫанталӑк ку эрнере те тӗрӗслет. 

Коммуналлӑ хуҫалӑхра тӑрӑшакансен халӗ хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ. Ҫулсене юртан тасатсах тӑмалла. "Зеленстрой" тата "Дорэкс" пӗрлешӳсем хула урамӗсене 120 ытла трактор-машин кӑларнӑ. Управляющи компанисен тепӗр 60 ытла техники ҫурт картишӗсенче ӗҫлет. 110 ытла ҫын транспорт чарӑнӑвӗсемпе тротуарсенчи тасалӑхшӑн яваплӑ. 

"Дорэкс" пӗрлешӳ ертӳҫи Александр Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкар урамӗсенчен 19 пин тонна яхӑн юр турттарса тухнӑ. Ҫулсем ҫине 9 пин тонна тӗрлӗ реагент сапнӑ. Коммуналлӑ службӑсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ пулин те, ҫулсене ҫийӗнчех йӗркене кӗртсе ҫитерме ҫӑмӑл мар. 

Юр ҫунӑ вӑхӑтра рабочисене уйрӑмах йывӑр тивет. Вӗсене хавхалантарас тӗллевпе хула администрацийӗ кашни уйӑхрах чи тӑрӑшуллисене чыслать. Хальхинче Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче ҫурт картишӗсене епле пӑхса, тасатса тӑнине пӗтӗмлетрӗҫ. "Чи лайӑх дворник" ята тивӗҫнисене хула администрацинче саламларӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн 10 пин тенкӗ, иккӗмӗшшӗн 15 пин тенкӗ пачӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухакансем валли 20 пин тенкӗ преми ҫирӗплетнӗ. Хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов дворниксене яваплӑха туйса тӑрӑшнӑшӑн тав турӗ. Ҫул-йӗре пӑхса тӑракансене, управляющи компанисене ӗҫе вӑйлатма ыйтрӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен, социаллӑ учрежденисен тӑррисене тӗрӗслесе тухмалла. Капланса ларнӑ юртан, пӑр тумламӗсенчен вӑхӑтра тасатни инкек-синкекрен асӑрханма пулӑшӗ. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов