Ҫитменлӗхсем сахалланса пыраҫҫӗ

Тӗп хула администрацийӗнчи специалистсемпе Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫулсене тӗрӗслерӗҫ.

Ленин проспектӗнчи Николаев урамӗнчен пуҫласа чукун ҫул вокзалне илсе ҫитерекен ҫак тротуара ҫулла тӗпрен улӑштарнӑ. Вӑл Чапаев скверӗ ҫумӗпе иртет. Хальлӗхе кунта ҫитменлӗхсем асӑрхаман-ха. Ҫавах та лару-тӑру хӗл каҫа улшӑнма пултарать. Ун пек чухне кӑлтӑксене подрядчике гаранти йӗркисене пӑхӑнса тӳрлеттереҫҫӗ. Сӑмахран, нумай пулмасть ҫӗнетнӗ Вӑрнар ҫулӗ ҫинче строительсем ак ҫапла йӗркесӗр вырӑн хӑварнӑ. Шыв юххи ҫумӗнчи бордюрсене бетонпа ҫирӗплетес вырӑнне тӑпра ҫине хурса хӑварнӑ. Ку кӑлтӑка тӗрӗслев ушкӑнӗ ҫийӗнчех шута илчӗ. Вӗсен сӑмахӗпе, иртнӗ 3 ҫулта хулара ҫакӑн евӗр ҫитменлӗхсем сахалланса пыраҫҫӗ.


Алексей Енейкин, Никита Углев