Чӑваш Енре район-хула хушшинче ҫӳрекен автобуссен ӗҫне улӑштарнӑ

Республикӑра халӗ аякри район-хула хушшинчи автобуссем пачах ҫӳреме пӑрахнӑ, хула ҫывӑхӗнчисем - палӑртнӑ вӑхӑтсенче кӑна.

Ҫакна коронавирус инфекцийӗ сарӑласран сыхланса Чӑваш Ен ертӳҫин Указӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртнӗ.

Хула ҫывӑхӗнчисен йышне 50 ҫухрӑмран кӗскерех маршрутсем кӗреҫҫӗ. Вӗсен номерӗсем 100-тен пуҫласа 499-а ҫити. 50 ҫухрӑмран вӑрӑмрах маршрутсен номерӗсем вара 500-тен пуҫланаҫҫӗ.  

Ку эрнере Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче ҫӳрекен транспорт шутне 2 хута яхӑн ӳстернӗ. Ҫакӑ  предприятисем ӗҫлеме пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Министерствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр усламҫӑсем чарӑва пӑхмасӑр пассажирсене вӑрттӑн турттараҫҫӗ. Ҫирӗплетнӗ йӗркене пӑсакансене административлӑ явап тыттарӗҫ.

 

Владимир Тимофеев, Татьяна Самсонова, Семен Антонов