Чӑваш Енре "М-12" тӳлевлӗ ҫулӑн лаптӑкне уҫрӗҫ

Ун тӑрӑх каякан пӗрремӗш машинсене Правительство ертӳҫи Михаил Мишустин старт пачӗ. 

Мускав хулине Хусанпа ҫыхӑнтаракан аслӑ ҫул 800 ҫухрӑм ытла тӑршшӗ пулать. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗмӗрлепе Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш тата Каҫалпа Тӑвай тӑрӑхӗсемпе иртет, 94 ҫухрӑма тӑсӑлать. 

Ӗҫсене туса пӗтернӗпе пӗрех. Трассӑн 81 ҫухрӑмне Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче пухӑннӑ халӑх савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗ.

Михаил Владимирович пурне те ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа саламласа ҫул-йӗр тӑвакансене чӗререн тав турӗ. Ҫӗнӗ трасса савӑнӑҫ кӑна илсе килтӗр, халӑхӑн ҫулне ҫӑмӑллатса пысӑк ҫитӗнӳсем тума пулӑштӑр,- терӗ.

Пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫе пурнӑҫласа Чӑваш Енре кӑна 2100 ытла ҫын тӑрӑшнӑ. 600 таран тӗрлӗ техника ӗҫленӗ. Ҫӗрпе тата йӗркелӳ ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене вӑхӑтра татса панине кура аслӑ ҫула палӑртнинчен самай маларах тума май килнӗ.

Тӳлевлӗ трасса ҫинче хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Асфальт ик енӗпе тата варрипе ҫул тӑршшӗпех хӳтӗлев хатӗрӗсем вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑ машинсене пӗр-пӗрин ҫине пырса кӗресрен тата ҫул айккине тухса каясран сыхлӗ. Руль умӗнчех тӗлӗрсе кайма пултаракан водительсене вара шурӑ йӗртен иртес пулсан шав кӑларакан паллӑсем тимлӗхе тавӑрӗҫ. Ҫул варринчи хӳтлӗх йӗрне вара кашни 5 ҫухрӑмрах хапха евӗр тӗртсе уҫма пулать. 

Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ трасса республикӑри 19 кӗперпе каҫӑ урлӑ иртет. Вӑл шутра 3 экодук. Урӑхла каласан - чӗрчунсемпе ял хуҫалӑх техникине ҫул урлӑ каҫса ҫӳремелли вырӑнсем. Ҫапла майпа хальхи самана ыйтнине пӑхӑнса тунӑ трасса Чӑваш Ен аталанӑвӗнче самай усӑллӑ пулмалла. Вӑхӑта перекетлесе инҫе ҫула кӗскетнипе пӗрлех региона туристсене явӑҫтарма тата ытти экономика ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшӗ.

2020-мӗш ҫултанпа тӑвакан ҫул маршрутне пӗлтӗр Владимир Путин президент Питӗртен пуҫласа Владивосток таран тума ирӗк панӑ. Ҫавӑнпа та ҫӗршывӑн "Мӑ-12" ятлӑ ҫӗнӗ артерийӗ Раҫҫей аталанӑвне мӑнаҫлӑ витӗм кӳрӗ. Паянхи кун тӗлне трасса 110 пин ытла ҫынна ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ку кӑтарту ӳссе кӑна пырать. Чи пӗлтерӗшли - хӑтлӑ ҫул вуншар миллион ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑмӑллатӗ. Ҫитес уйӑхра ҫӗнӗ трассӑпа Мускавран Хусана 6 сехет ҫурӑра ҫитме пулӗ. Ҫавах та, ҫак ҫӑмӑллӑхшӑн 6 пин тенке яхӑн тӳлемелле. Йывӑр тиевлӗ транспортшӑн вара тата ытларах тӑкакланмалла пулать.

Алексей Енейкин, Дарья Петрова, Андрей Шоклев, Виктор Степанов