Чӑваш Енре чукун ҫул ҫинчи харушсӑрлӑх уйӑхлӑхӗ пырать

Ун вӑхӑтӗнче рейдсем, вӗренекенсемпе тӗл пулусем, экскурсисемпе тӗрлӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Шкул ачисемпе ача сатне ҫӳрекенсене ҫул-йӗр правилисене аса илтереҫҫӗ, чукун ҫул ҫывӑхӗнче хӑйсене мӗнле тытмаллине вӗрентеҫҫӗ. Ҫакӑн пек тӗл пулу Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ вӑтам шкулӗнче иртрӗ.

Чукун ҫул ҫуран ҫӳрекенсемшӗн те, водительсемшӗн те  пысӑк  хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавӑнпа унта тимлӗхе ҫухатмалла мар. Унсӑррӑн инкеке ҫакланма пулать. Ҫапла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа "Чулхула чукун ҫулӗ" йышне кӗрекен ҫулсем ҫинче 81 ҫын аманнӑ, вӗсенчен 7-шӗ  - 18 ҫула ҫитмен ачасем. 63-шӗ вара пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Инкексен тӗп сӑлтавӗ -  ансат йӗркене пӑхӑнманни. Ҫавӑнпа та ҫитӗнекен ӑрӑва мӗн пӗчӗкрен чукун ҫул ҫинче мӗнле тытмаллине  каласа пани пысӑк пӗлтӗрӗшлӗ. 

Елена Дмитриева, Михаил Солин