Ҫӗнӗ меслетпе усӑ курса тунӑ ҫул

Республика тӗп хулинче ҫулсем юсассипе малалла тӑрӑшаҫҫӗ. Пурӗ кӑҫал 15 лаптӑка ҫӗнетеҫҫӗ. Вӗсенче пуринче те ӗҫсене вӗҫленӗпе пӗрех. Вӑл шутра Ашмарин урамӗнчи пӗр ҫухрӑм та 400 метр тӑршшӗ ҫула та сарса пӗтернӗ. Ӗҫ пахалӑхне ятарлӑ комисси тӗрӗслерӗ. 

Кӑҫал Шупашкар хулине "Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 1 миллиард тенкӗ ытла укҫа уйӑрнӑ. Вӑл шутран 431 миллиона яхӑн ҫул-йӗр юсаса тирпейлеме тӑккаланӑ. Пурӗ вӗсен тӑршшӗ 11 ҫухрӑм ҫурӑ пулнӑ. Ашмарин урамӗнче 15 пин тӑваткал метр ҫул тата 5 пин тӑваткал метр ытла тротуар йӗркене кӗртнӗ. Рабочисем ӗҫре ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курнӑ. 

Паянхи куна Ашмарин урамӗнчи ҫула тӗпрен ҫӗнетес ӗҫе вӗҫленӗ. Подряд организацийӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупнӑ хӑш-пӗр ҫитменлӗхсене пӗтерес енӗпе тӑрӑшать. 

Ҫуран ҫӳрекенсем те, водительсем те кунти улшӑнусене хаклама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Вӑл малтанхипе танлаштарсан самай меллӗрех пулнине палӑртаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Андрей Шоклев