Ҫӗнӗ ҫул тӗлне - ҫӗнӗ автопарк

Республикӑри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тата сунар ҫӗрӗсене сыхлакан службӑсем 17 машинпа пуянланчӗҫ. 

Чӑваш Енре сунар валли уйӑрнӑ лаптӑксем ҫур миллион ытла гектар йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене асӑрхасах тӑмалла. Республикӑн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов палӑртнӑ тарӑх, сунар надзорӗн автопаркне 2019-мӗш ҫултанпа пуянлатман. Ҫавӑнпа та ҫӗнӗ 5 ҫӑмӑл машин туянни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӗсене Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Элӗк, Етӗрне, Красноармейски районӗсенчи сунар инспекторӗсем тивӗҫрӗҫ. Транспорта туянма республика хыснинчен хушма 5 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн автопаркӗ вара 12 ҫӗнӗ машинпа пуянланчӗ. Вӗсенчен 5-шӗ - "ГАЗель Next" йышшисем хулари пациентсем валли, тепӗр 7-шӗпе - "Соболь-Бизнес" маркӑллисемпе - районсенче усӑ курӗҫ. 

Машинсене автономлӑ двигательпе тивӗҫтернӗ. Ку вӑл салонра кирлӗ температура тытса тӑма май парать. Ҫавӑн пекех машинсенче хальхи йышши хатӗрсем вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑ пӗтӗмпех ӗҫе хӑвӑрт та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама май парать.

Диана Иванова, Дарья Паскарюк, Екатерина Янгалакова, Вадим Владимиров