Саланчӑкри Заречная урамӗнче пурӑнакансем унччен поселокри ытти кӗтес куҫ умӗнчех тирпейленсе пынине ӑмсанса тӑнӑ. Ҫулсене йӗркене кӗртме кунта 2 ҫул каялла пуҫӑннӑ. Пӗлтӗр Шкул, Вӑрман, Ҫӗнӗ тата Сат урамӗсенче вак чул сарса хытӑ сийлӗ ҫулсем тунӑ. Ҫакна кура Заречная урамӗнче пурӑнакансем те халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑна хутшӑннӑ. Ӗҫсем кал-кал пырсан строительсем юсава паян-ыран вӗҫлемелле. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче пурӗ 170 ҫухрӑм ҫул шутланать. Вӗсенчен ҫуррине кӑна асфальт сарнӑ. Ырлӑх кӑҫал, сӑмахран, Мулкачкассине ҫитнӗ. Республикӑри Транспорт министерстви пулӑшнипе ялпа Шупашкар-Сӑр ҫулне ҫыхӑнтаракан 1 ҫухрӑм лаптӑка тӗпрен юсанӑ.
Леонид Петров, Вадим Владимиров