Ҫак ҫул водительсене тахҫанах кулянтарнӑ. Тинех ку лаптӑкра тӗплӗ юсав пуҫлаҫҫӗ. Лапсар тӑкӑрлӑкне 2 тапхӑрпа йӗркене кӗртӗҫ. Килӗшӳ тӑрӑх, пӗрремӗш ака уйӑхӗнче пуҫланмалла пулнӑ. Ҫанталӑк лайӑх тӑнине кура специалистем графике пӑхса тӑман - хатӗрленӳ ӗҫне маларах пикеннӗ. Рабочисем халӗ асфальта тасатаҫҫӗ, хӑйӑр турттараҫҫӗ.
Тепӗр уйӑхра кивӗ асфальт сийне хырма пуҫламалла. Ҫӗннине хуриччен ӗҫӗ тата чылай-ха. Уйрӑмах инженери коммуникацийӗсене куҫарасси чӑрмавсем кӑларса тӑратать. Ҫавӑн пекех ҫӗр айӗпе иртекен тытӑма та улӑштарма палӑртнӑ. Подрядчик шыв, газ, канализаци пӑрӑхӗсене ҫӗнӗрен хурса хӑварӗ. Пӗрремӗш тапхӑрпа 2 ҫухрӑм та 325 метр тӑршшӗ ҫул йӗркене кӗртмелле. Ӗҫсен пӗтӗмӗшле хакӗ 600 миллион ытла тенкӗпе танлашать.
Ҫулпа пӗрлех юнашар лаптӑксене те ырӑ улшӑну кӗтет. Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче машинсем чарӑнмалли тата пассажирсене лартмалли вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ. Ку ҫулӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк. Вӑл тӗп хулари вун-вун предприятие ҫыхӑнтарать. Вӗсенче тӑрӑшакансене автобуссем турттараҫҫӗ. Ҫынсене меллӗ пултӑр тесе 10 автопавильон вырнаҫтарӗҫ. Дачӑна ҫӳрекенсем те ку ҫулпа ҫӗнӗ маршрут ярасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Ҫак лаптӑка чылайранпа юсама май килменрен, Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе Лапсар тӑкӑрлӑкне Транспорт министерствин балансӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна лав вырӑнтан тапраннӑ. Ҫула "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркене кӗртӗҫ. Пӗрремӗш тапхӑра ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Пӗтӗмпех вара 2027-мӗш ҫулта юсаса пӗтермелле.
Леонид Петров, Вероника Павлова, Вадим Владимиров