Брестран пуҫласа Владивосток таран

Республика тӗп хулинче виҫӗ кунлӑха Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ чарӑнчӗ. 

Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ инҫе ҫула иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Мускаври Киев вокзалӗнчен тухнӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине ҫитиччен вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулнӑ. Куракансем кашни хулара татӑлман тесен те юрать. Шупашкарта та ҫавӑн пекех ӳкерчӗк. Ҫӗнтерӳ поездчӗ Шупашкара пӗрремӗш хут пӗлтӗр килнӗччӗ. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, кунта ҫӗнӗлӗхсем пур. Унччен экспозици 8 вагонран тӑнӑ пулсан, кӑҫал тепре хушӑннӑ. Беларуҫ республикине экскурсипе ҫула тухиччен ятарласа Брест хулипе ҫыхӑннӑ курав хатӗрленӗ. Чи пӗлтерӗшли - экскурси тӳлевсӗр. Курава йӗркелекенсен сӑмахӗпе, виҫӗ кунра икӗ пин ытла ҫын музейпа паллашма ӗлкӗрнӗ. Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ малалла Питӗр хулине ҫитнӗ. Экскурсие курма ӗлкӗрейменнисемшӗн савӑнӑҫлӑ хыпар. Вӗренӳ министертвинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, куҫса ҫӳрекен музея Шупашкара кӑҫалах тепӗр хут илсе килме заявка панӑ. 

Леонид Петров, Святослав Петров