Атӑл леш енне юханшыв трамвайӗпе каҫмалли билета халӗ онлайн туянма пулать

Икӗ эрне каялла канмалли кунсенче 30 градус шӑрӑх тӑнӑ чухне билет туянас текенсем чылайӑн пухӑннӑ. Хӑшӗ-пӗрин хӗвелте кӗтсе тӑма чӑтӑмлӑх ҫитмен - пӑрӑнса утнӑ.

Ҫак пӑтӑрмах касса аппарачӗсем ҫӗмӗрӗлнипе пулнӑ. 

Халь кунта ҫын нумай мар. Ку ӗҫ кунӗ пулнипе татат билетсене интернетра туянма май пуррипе ҫыхӑннӑ. Анчах вӗсем унта 15 процент хаклӑрах. Мӗншӗн тесен билет сутас ӗҫе Мускаври пӗр пӗрлешӳ урлӑ йӗркеленӗ. Укҫа тӳленӗ хыҫҫӑн телефон ҫине QR-код килет. Юханшыв трамвайне кӗме ҫавна кӑна кӑтартмалла. Онлайн мелпе билет туянма май пуррине ҫынсем ырлаҫҫӗ. Ҫакӑ вӑхӑта перекетлеме пулӑшать. 

 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров