Пенза хулинчен килнӗ Игорь Стрельцов тупӑшӑва хатӗрленет. Троллейбуссем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. - Ҫавӑнпа ӑна малтан хӑнӑхмалла, унпа ҫӳресе курмалла, - тет вӑл. Игорь 4 ҫул троллейбус водителӗнче тӑрӑшать, ӑсталӑх конкурсне вара пӗрремӗш хут хутшӑнать. Ҫакӑ хӑйӗншӗн пысӑк опыт пуласса шанать вӑл. Сӑмах май, ҫамрӑкӑн ашшӗ те хӑй вӑхӑтӗнче ҫак ӗҫре 30 ытла ҫул ӗҫленӗ. Ӑмӑртура ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчен ҫитнӗ 32 водитель ӑсталӑхне тӗрӗслет.
Паян конкурсӑн практика пайӗ пулать, ятарлӑ хӑнӑхтарусем пурнӑҫлаҫҫӗ. Пирӗн республика чысне Эдуард Арсентьев тата Станислав Зотов хӳтӗлеҫҫӗ. Иккӗшӗ те вӗсем опытлӑ водительсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен техникӑна, ҫул-йӗр правилисене лайӑх пӗлмелле. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире палӑртӗҫ. "Чи лайӑххи" ята тивӗҫекен 300 пин тенкӗ илӗ. 2-мӗш вырӑншӑн 150 пин тенкӗ, 3-мӗш вырӑншӑн 50 пин тенкӗ параҫҫӗ. Конкурс финалне пирӗн патра ирттерме йышӑнни ӑнсӑртран мар. Шупашкарта троллейбус ҫӳреме пуҫланӑранпа кӑҫал 60 ҫул ҫитет. Хула 555-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Унсӑр пуҫне республикӑна кӑҫал ҫӗнӗ 40 троллейбус кӳрсе килмелле.
Диана Иванова, Вадим Владимиров