Аслӑ ҫулпа каякансене меллӗрех пулӗ

Малашне пысӑк тиевлӗ машинсем Шупашкара кӗмесӗрех иртме пултараҫҫӗ. 

Федераци трассин 6 ҫухрӑмӗ - Шупашкартан ҫаврӑнса каймалли ҫул пулать. Вӑл ҫурри ытла хатӗр. Строительсем графикпе килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ. М-7 ҫинчи лаптӑка 2019-мӗш ҫулта тӗпрен ҫӗнетме пуҫланӑ, планпа тепӗр 2 ҫултан вӗҫлемелле. Шупашкар районӗнчи Хыркассипе Явӑш хушшинчи ҫул халӗ самай сарӑлнӑ, кунта транспорта уйӑрса яракан, ҫуран ҫӳрекенсем тата выльӑх валли ятарлӑ каҫӑсем тунӑ. 

Ирина Николаева, Вадим Владимиров