Ашшӗ-амӑшӗн ирӗн-каҫӑн пӑшӑрханма тивет

Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт шкулӗнче вӗренекенсен ҫухрӑм ытла республика пӗлтерӗшлӗ ҫулпа утма тивет. Ҫав вӑхӑтрах лаптӑкра тротуарсемпе каҫӑсем те, ҫутӑ та ҫук. Пӗлӳ ҫуртне ҫитме урӑх ҫул туса паман, вӗренекенсене турттарма шкула автобуспа тивӗҫтермен. 

Амӑшӗсем кӗҫӗн класра вӗренекен ывӑл-хӗрне шкула ҫити ӑсӑтса яма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах чылай чухне ачасем пӗлӳ ҫуртне хӑйсем тӗллӗнех утаҫҫӗ. Паллах, вӗренекенсене аслӑ ҫул айккипе каймаллине ӑнлантарса янӑ, ҫавах та йӗпе-сапара пылчӑк ҫӑрас мар тесе асфальт ҫине тухни пулкалать. Палакассипе Козловка ялӗсенчи 20-е яхӑн ача ашшӗ-амӑшӗн кашни кун ирӗн-каҫӑн ҫапла пӑшӑрханма тивет. Ҫанталӑк сивӗтессе уйрӑмах шикленсе кӗтеҫҫӗ аслисем. Ҫул айккине юр хӳсе лартать, ачасен пӑрланнӑ асфальтпа кайма тивет. Унсӑр пуҫне час тӗттӗмленме пуҫлансан ҫутӑпа тивӗҫтермен трасса пушшех те хӑрушланать. 

Ирина Николаева, Димитрий Макаров