Тӗп тӗллев - ҫӗнтерӳҫӗ пулса малалла тата сумлӑрах ӑмӑртусене хутшӑнасси

Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери каратэ конфедерацийӗн республикӑри чемпионачӗ иртрӗ. Унта кам тата мӗнле парнесене ҫӗнсе илни ҫинчен - пирӗн сюжетра.

Алексей Енейкин, Вячеслав Ильин

Ҫак ӑмӑртусене спортсменсем яланах йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпах Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗрремӗш спорт шкулӗн залӗнче 5 татами сарнӑ. Пӗри те пушӑ пулмарӗ.

Кавирсем ҫинче хӑйсен ӑсталӑхне ҫамрӑк спортсменсемпе пӗрлех ҫулланнӑ каратистсем те кӑтартрӗҫ. Пурин те тӗп тӗллев - ҫӗнтерӳҫӗ пулса малалла тата сумлӑрах ӑмӑртусене хутшӑнасси.

Икӗ хут тӗнче чемпионӗ Алман Тимофеев хатӗрлекен спортсменсене тупӑшӑва унӑн мӑшӑрӗ Надежда илсе тухрӗ. Вӑл хӑй те тӗнче чемпионӗ. Ҫамрӑк каратистсем хӑйсен умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа 8 ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗҫ пулсан та, мала тухаймарӗҫ. Ушкӑнпа иккӗмӗш пулчӗҫ. Кунта вӗсен тренерӗ халӗ Мускавра иртекен турнирта пулни сисӗнчӗ. Чемпионатра кумитэ енӗпе тӗнче кубокне тивӗҫнӗ Аслан Тимофеев спорта таврӑнни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Вӑл суранланнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑка яхӑн сипленнӗ. Тупӑшура Аслан республикӑри чи вӑйлӑ каратист пулнине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.