Театр историйĕ - документсенче

Истори архивĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çул тултарнă тĕле курав йĕркеленĕ. Унта иртнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнчи театрпа çыхăннă тĕрлĕ кăсăклă документпа паллашма пулать.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Истори архивĕнче Чăваш драма театрĕн аваллăхĕ темиçе фондра упранать. Вăл хăçан, ăçта, мĕнле йĕркеленнĕ тата камсем унта тăрăшнă? Çак тата ытти ыйтусен хуравĕсене кунти куравра тупма пулать. Чăн малтан вара чăваш театрĕ Хусан хулинче ĕçлеме пуçланă.

Театр Шупашкара куçса килсен малтанах Ехрем хуçа çуртĕнче пулнă. Унтан Хлебников купса кил-хуçалăхне куçнă. Труппăри 13 актер халăхшăн усăллă ĕç тăвас тесе канма пĕлмесĕр спектакльсем хатĕрленĕ.

Куравра чăваш театрĕн малтанхи афишисемпе, репертуарĕпе, гастроль графикĕсемпе тата артистсен списокĕсемпе паллашма пулать. Чăвашсемпе пĕр çуртрах вырăс театрĕ ĕçлеме пуçланине ĕнентерекен хутсем те пур. Пурте вĕсем тĕрлĕ ял-хула тăрăх çӳренĕ. Çак тĕрлĕ тĕслĕ афиша артистсем Улатăра çитиех кайнине ĕнентерет. Икĕ труппа пĕрле ĕçленĕ вăхăта СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина лайăх ас тăвать. Театра вăл 71 çул каялла килнĕ.

Истори архивĕ Вера Кузьминичнана хаклă парне турĕ. Аваллăх управçисем унăн йăх тымарне тата çуралса ӳснĕ ял историне сăнарлакан документсем пухса хатĕрленĕ. Халăх артистне кунти курав та тыткăнларĕ.

Куравра театр пурнăçĕнчи чылай кăсăклă пулăм пирки калакан документ курма пулать. Вĕсем артистсен пурнăçĕ çав тери йывăр пулнине ĕнентереççĕ. Сăмахран, афишăра пĕр йăнăш сас палли çырнăшăн та хытă лекнĕ. Республикăри чи аслă театр хăйĕн сумлă ятне паян кун та çÿллĕ шайра тытса пырать. Пултаруллă çамрăк артистсем хутшăнса пынă чухне 100 çулхи юбилей те пуçламăшĕ кăна-ха.