Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче "СССР-та кӑларнӑ" ятлӑ музей уҫӑлнӑранпа нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫавах вӑл хула ҫыннисене чи кӑсӑклантаракан вырӑнсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Унта совет вӑхӑтӗнче кашни килте усӑ курнӑ япаласем упранаҫҫӗ. Тӗп хуламӑр 550 ҫулне паллӑ тӑвас умӗн музей хӑйне евӗр экспонатпа пуянланчӗ - Михаил Сорокин иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче кӑларнӑ "Москвич" автомобиль парнелерӗ.
Марина Карягина, Вадим Владимиров
Юлашки вӑхӑтра пурнӑҫ хӑварт аталанать: чӗрӗк ӗмӗр каялла анчах-ха хуҫалӑхра куллен усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗр паянхи ача-пӑчапа яш-кӗрӗмшӗн - курман-илтмен япала. "СССР-та кӑларнӑ" музей хуҫи Николай Адёр куракансем хушшинче ирттернӗ ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, чи кӑсӑклӑ экспонатсен йышӗнче - 75-мӗш ҫулхи куккуклӑ сехет, 40-мӗш ҫулхи патефон, 35-мӗш ҫулхи ҫӗвӗ машини, 39-мӗш ҫулхи хуткупӑс тата ыттисем те. Килен-каян пушӑ алӑпа ҫӳремест: пурин килӗнче те иртнӗ тапхӑр ҫинчен каласа пама пултараканни мӗн те пулин тупӑнатех.
Музей кӗске хушӑра комплекса ҫаврӑннӑ: кунта халь 5 пин те 500-е яхӑн экспонат. Вӗсене виҫӗ уйрӑма вырнаҫтарнӑ: пӗринче - совет тапхӑрӗ, иккӗмӗшӗнче - Ҫӗмӗрле районӗнчи Кӑмаша ялӗн иртнӗлӗхӗ, тата тепринче - Шупашкар хулипе ҫыхӑннӑ экспозицисем. Иртнӗлӗх управҫи, Николай Адёр, кашни япалана хӑҫан, кам парнеленине астӑвать, килен-каян та ҫакна пӗлтӗр тесе юнашар ҫырса хурать. Чылай япалана вӑл Кӑнтӑр пасарӗнче туяннӑ. Уншӑн уйрӑмах хак хутне татман таварсем паха. Пӗр йышши япала темиҫе пулни те юрӑхлах: вӗсен уйрӑмлӑхӗ пурах. Тӑван ялӗнче пурӑнакан ватӑсем те самай пулӑшаҫҫӗ. Асанне арчи, унта упраннӑ тӗрӗллӗ кӗпе-йӗмпе тӗрлӗ йышши пусма-тавар та - Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен. Акӑ ҫур ӗмӗр каялла ҫамрӑксем ташӑ каҫне ҫӳренӗ сӑхман.
Музей комплексӗ хальхинче тата тепӗр чаплӑ экспонатпа пуянланчӗ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫле врачӗ Михаил Сорокин хӑй 1974-мӗш ҫулта туяннӑ, пурӗ 120 пин ҫухрӑм чупнӑ "Москвич-412" автомобильне парнелерӗ. Ӑна ятарлӑ вырӑна, иртен-ҫӳрене курӑнмалла ҫӗре вырнаҫтарса лартрӗҫ.
Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ 94-ри Михаил Григорьевич музей ӗҫченӗсене пысӑк та кирлӗ пуҫарушӑн тав турӗ.