Йышпа кӑна мар, ӑсталӑхпа та палӑрчӗҫ

Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 35 ҫул ҫитнине халалласа Муркашри "Сывлӑх" спорт комплексӗнче бокс енӗпе республика шайӗнчи уҫӑ турнир иртрӗ. 

Муркаш тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн Чӑваш Енри спортсменсемпе пӗрлех Мари Элпа Тутарстанран, Чулхулапа Сарӑ ту облаҫӗсенчен килсе ҫитнӗ боксерсем тупӑшрӗҫ. 11-мӗш хут иртнӗ ӑмӑртӑва 150 ҫын хутшӑнчӗ. Чи йышлӑ команда кил хуҫисен пулчӗ. Вӗсем рингра шучӗпе кӑна мар, ӑсталӑхӗпе те палӑрчӗҫ. 

"Сывлӑх" спорт шкулӗн вӗренекенӗсене Афганистан вӑрҫин ветеранӗсем хавхалантарса тӑни вӑй хушрӗ. Москакасси шкулӗнче 4-мӗш класра вӗренекен Денис Краснов (вӑл хӗрлӗ майкӑпа) тӗп хулари Мирон Вострецова ҫӑмӑллӑнах парӑнтарчӗ. Кӗҫӗннисем хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ эстафети аслӑ ҫултисене куҫрӗ. Муркаш командин капитанӗшӗн Артемий Алексеевшӑн ку - кӑҫалхи виҫҫӗмӗш турнир. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче республикӑри ӑмӑртура мала тухнӑ опытлӑ спортсмен тӗп хулари "Динамо" шкулне ҫӳрекен Константин Кисловран маттуртарах пулчӗ. Ушкӑнри 16 боксертан 14-шӗ вара иккӗмӗш ҫаврӑма тухма пултарчӗҫ.

3 куна пынӑ турнир пӗтӗмлетӗвӗпе Муркаш команди пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Иккӗмӗш - Шупашкар хулин ушкӑнӗ, ҫӗрпӳсем - виҫҫӗмӗш. 

 

Леонид Петров, Вячеслав Ильин