Ҫанталӑк самай ӑшӑтса янипе ӑмӑрту программинчен классикӑлла стильпе чупассине кӑларма тивнӗ. Спортсменсем 2 ҫухрӑмран пуҫласа 15 ҫухрӑм таран инҫӗшне коньки мелӗпе парӑнтарчӗҫ. Турнирта чи пысӑк та туслӑ ушкӑнсенчен пӗри Йӗпреҫ тӑрӑхӗн команди пулчӗ.
Финалта ку тӑрӑхри 14 йӗлтӗрҫӗ вӑй виҫме тивӗҫ пулчӗ. Вӗсем пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпараймарӗҫ пулин те, Варвара Захарова, Александр Васильев, Сергей Ильин, Александра Ефремова тата Анатолий Давыдов спортсменсем тӑрӑшнипе ушкӑн пухмачӗ виҫӗ кӗмӗл тата икӗ бронза медальпе пуянланчӗ.
2006-мӗш ҫулхи спортсменсен ушкӑнӗнче те хӗрӳ тупӑшу пулчӗ. Тӗп парнешӗн Раҫҫей спорт мастерӗ Юлия Васильева тата Куславккари Татьяна Яковлева вӑй виҫрӗҫ. Ҫапах та Юлия опытлӑрах пулнине ҫирӗплетрӗ, финишра лайӑхрах вӑхӑт кӑтартса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫрӗ. Пӗтӗмпе чи пултаруллисене 28 ушкӑнра палӑртрӗҫ.
Оксана Верликова, Вячеслав Ильин