Йӗлтӗр спортне кӑмӑллакансем старта тухрӗҫ 

Шупашкарти "Амазони" парка кустӑрмаллӑ йӗлтӗрпе чупакансем пухӑнчӗҫ. Ӑмӑртӑва кӑмӑл тӑвакансем пурте хутшӑнма пултарчӗҫ. Акцие "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" наци проекчӗпе киллӗшӳллӗн республикӑри йӗлтӗр спорчӗн федерацийӗ йӗркелерӗ. 

Спорт уявне тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Акцин тӗп тӗллевӗ - ачасене те, ҫитӗннисене те спортпа туслаштарасси. Николай Андреев - Ҫӗнӗ Шупашкартан. Вӑл 80-ра. Ҫулӗ сахал мар пулин те, тӗрлӗ ӑмӑртӑва хаваспах хутшӑнать. Спорт ӳт-пӗве пиҫӗхтерме, кӑмӑла лайӑхлатма пулӑшнине палӑртать Николай Андреев. Шупашкарта акцие 100 ытла ҫын хутшӑнчӗ. 

Вероника Павлова, Вячеслав Ильин