Йӑлана кӗрсе пыракан турнир

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Анат Тӑрмӑш ялӗнче СССР спорт мастерне Николай Петрова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирӗ иртрӗ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ ӑмӑртӑва 40 ытла спортсмен хутшӑнчӗ. 

Николай Петров 1958-мӗш ҫулта Анат Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн ачаран спортпа туслӑ пулнӑ. Ирӗклӗ майпа кӗрешес, кире пуканӗ тата штанга йӑтас енӗпе ӑсталӑхне туптанӑ. 1980-мӗш ҫулта вара ирӗклӗ майпа кӗрешсе СССР спорт мастерӗн ятне илме пултарнӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑва спортпа туслаштарас тесе нумай вӑй хунӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче Патӑрьелти спорт шкулӗнче, Турханти тата Ҫӗньялти вӑтам шкулсенче тренерта ӗҫленӗ. 

Кӑҫалхи турнирта Патӑрьел тӑрӑхӗнчи тӗрлӗ шкулта вӗренекен хӗрсемпе каччӑсем вӑй виҫрӗҫ. Вӗсем темиҫе виҫе ушкӑнӗнче кӗрешрӗҫ. Пурӗ тупӑшура 13 медаль комплектне выляттарчӗҫ. Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем вара кӗрешӳ кавирӗ парнелерӗҫ. Спортсменсене тӑван ял тата Патӑрьел тӑрӑхӗн чысне ялан ҫуллӗ шайра тытса пыма сунчӗҫ. 

Мала тухнисене Хисеп хучӗсемпе медальсем тата асӑнмалӑх парнесем парса саламларӗҫ. Пурне те вӗри чейпе сӑйларӗҫ. 

Оксана Верликова, Иван Макеев