Ташӑ евӗр хусканусемпе сывлӑха ҫирӗплетекен спорт нумай ачана илӗртет. Ҫавна май фитнес-аэробикӑна кӑмӑллакансен йышӗ кашни ҫулах ӳссе пырать. Хулара кӑна мар, ялсенчи ҫамрӑксем те тӗлӗнмелле илемлӗ номерсем хатӗрлеҫҫӗ. Чӑваш Енре халӗ ку юхӑмра 7 пин ытла ҫын. Тӗрлӗ ял-хулара 15 уйрӑм ӗҫлет. Куллен занятисене ҫӳрекенсен йышӗнче шкул ҫулне ҫитменнисем те нумай. Хӑш-пӗр фестивальте 30-40 ҫултисем те хутшӑнаҫҫӗ. Ку чемпионатра вара тивӗҫлӗ канурисен ушкӑнӗ те пулчӗ. Тупӑшусенче ҫӗнтерес тӗллевпе ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ программӑсем хатӗрлеҫҫӗ вӗсем. Шупашкар чемпионачӗпе первенствине хутшӑнмашкӑн 55 ушкӑн кӑмӑл тунӑ. Анчах та хальхи тӗрлӗ чарӑва пула ӑмӑртусене вӗсенчен 23-шӗ кӑна килсе ҫитрӗ. Ҫавах та, тупӑшу яланхиллех хӗрӳ иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Шупашкар ҫамрӑкӗсемпе танах Комсомольски ачисем хастарлӑх кӑтартрӗҫ: 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.
Алексей Енейкин, Татьяна Самсонова, Михаил Солин