Ватти-вӗттине пӗрлештерекен спорт уявӗ

Республика ҫӗршыври ытти регионпа танах йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑчӗ. Физкультура тата спорт министерствин кӑтартӑвӗпе, йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва кӑҫал Чӑваш Енре пурӑнакан 66 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Канмалли кун ыйхинчен туххӑмрах вӑратакан, кӑмӑла уҫакан хӗвеллӗ те сивӗрех ҫанталӑк шӑп та лӑп йӗлтӗрҫӗсем валли. Старта яланхилле спортсменсем те, ҫемьесем те, тӗрлӗ пӗрлешӳре тӑрӑшакансен ушкӑнӗсем те, пӗчӗк ачасемпе аслӑ ӳсӗмрисем те тухрӗҫ. Вӑй, чун ҫирӗплӗхӗ ҫитнӗ таран кашниех йӗлтӗр йӗрӗ тӑршшӗне хӑй суйлама пултарчӗ. Ӑмӑртусен республикӑри тӗп лапамӗ Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче пулчӗ. Спортӑн ҫак тӗсне кӑмӑллакан 1700 ытла ҫын старта тухрӗ. Чи малтан йӗлтӗр йӗрне 2 ҫухрӑм дистанцие тухнӑ ертӳҫӗсем хак пачӗҫ.

Унтан йӗлтӗр йӗрӗн пахалӑхне спортсменсем тӗрӗслерӗҫ. Вӗсем 5, 10 ҫухрӑм таранах чупса тухрӗҫ. Самай такӑрланнӑ ҫул вара канмалли кунсене сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерес текенсемшӗн уҫӑлчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе, кубоксемпе, дипломсемпе чысларӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чи пӗчӗк тата чи аслӑ йӗлтӗрҫе асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарчӗҫ. Хальхинче - 3 ҫул ҫурӑри Лев Корниловпа 77-ри Валерий Гаврилова.

42-мӗш хут халӑха пуҫтарнӑ ӑмӑртӑва пуринчен те ытларах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче тухнӑ. Шупашкар, Комсомольски, Патӑрьел тӑрӑхӗсенче те спорт уявӗ пуринчен ытла ҫын пуҫтарнӑ.

Алиса Александрова