Вӑрмарта 25-мӗш хут волейбол енӗпе Раштав ӑмӑртӑвӗ иртрӗ

Ӑна Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Юрий Зорин ҫулсерен йӗркелет. 

Тупӑшӑва малтанласа 12 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, анчах та ҫанталӑк сивӗ тӑнӑран Вӑрмара арҫынсен 7 команди ҫеҫ килсе ҫитнӗ. Парне фончӗ 60 пин тенкӗпе танлашнӑ. Вӑйӑсем яланхи пекех хӗрӳ иртрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх 1-мӗш вырӑна Патӑрьелти "LAVA" команда тухрӗ. 2-мӗш - Муркашри "Метпласт", виҫҫӗмӗш Шупашкарти "Скала" пулчӗ. Сӑмах май, "LAVA" ушкӑн иккӗмӗш хут ӗнтӗ ҫак ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ. Ҫавӑн пекех чи лайӑх вылякансене уйрӑммӑн палӑртрӗҫ. Вӗсен йышӗнче Алексей Громов, Даниил Кузнецов тата Никита Такмаков. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе тата кубоксемпе чысларӗҫ.

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин