Алексей Лаврентьев ертсе пыракан команда хальхи вӑхӑтра ӑсталӑхне Аграри университечӗн спорт комплексӗнче туптать. Ҫитес вӑхӑтра республика шайӗнчи вӑйӑсем пуҫланмалла. Спорт министерстви пулӑшнипе килти тупӑшусем "Волга" спорт комплексӗнче иртӗҫ.
Тӗллевсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ уйӑрма шантарни те пулӑшмалла. Команда пӗрремӗш лигӑра малти вырӑна тухма палӑртать. Ҫӗнӗ спортсменсем килнипе ушкӑн ҫамрӑклансах пырать. Вӗсенчен пӗри - Кирилл Семаков. Каччӑ унччен Хусанти "Зенит" волейбол командинче пулнӑ.
Улшӑнусем тренерсен штабне те пырса тивнӗ. Тренера пулӑшаканӗ ку сезонтан Алексей Лавров пулӗ. Вӑл унччен "Лава" командӑн капитанӗ пулнӑ. Пӗрремӗш вӑййа вара ушкӑн юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ирттерӗ. Вӗҫекен мечӗк маҫтӑрӗсем Самар тӑрӑхӗнчи "Лист" командӑпа тӗл пулӗҫ.
Леонид Петров, Вячеслав Ильин