Тупӑшу кавирӗ ҫинче 10-11 ҫулти спортсменсем

Ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе ӑсталӑхне туптакан ачасене хальхинче Канашри "Локомотив" спорт шкулӗ йышӑнчӗ. Унта "Наследники Победы" ятпа тӗнче тата Европа призерӗн, тӗнче класлӑ спорт мастерӗн Антон Афанасьев парнисемшӗн 5-мӗш хут уҫӑ турнир иртрӗ. 

Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва ҫулсерен Чӑваш Енри кӗрешӳҫӗсем кӑна мар, ытти регионти спортсменсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал, сӑмахран, хамӑр тӑрӑхри 9 командӑсӑр пуҫне Удмурт республикинчен те хӑнасем ҫитнӗ. Тупӑшӑва йӗркелекенсен тӗллевӗ - хӑйсем вӑй хурса тивӗҫнӗ ҫӗнтерӳсем патне ҫитӗнекен ӑрӑва та талпӑнма ҫул уҫса парасси. 

Спортсменӗсем чӑннипех те ӑста. Ушкӑнпа тупӑшасси вӗсене татах та вӑй, ҫирӗплӗх кӳрет, ҫӗнтерӳ патне талпӑнма хистет. Ҫакна спорт уявне пухӑннӑ хӑнасем те ҫирӗплетрӗҫ. 

Спортсменсем 11 виҫе категорийӗнче кӗрешсе ӑмӑртрӗҫ. Канаш тӑрӑхӗнчи Вырӑскас Пикших ачисен ушкӑнӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ, 2-мӗш вырӑна Канашри "Локомотив" ача-пӑча спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакансем тухрӗҫ, 3-мӗшне - "Атлант-1" команда.

Алиса Александрова, Иван Макеев