Тупӑшма май тупнӑ

Республикӑри кире пуканӗ йӑтакансем онлайн мелӗпе ӑмӑрту йӗркеленӗ.

Ҫӗршывра халӗ ӑмӑртусем те ирттерме чарнӑ. Ҫавна пула спорт пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелемелли мелсем шырама пуҫланӑ. Республикӑри спорт шкулӗсенче кире пуканӗ йӑтассипе 300 ытла атлет ӑсталӑхне туптать. Ҫав самантрах ҫак спорт тӗсӗпе туслисен шучӗ тата та пысӑкрах. Кашни ҫул республикӑри федераци 20 яхӑн  турнир ирттерет. Ака уйӑхӗнче республикӑн Кубокне выляттарма тата  Раҫҫейри ветерансен чемпионатне йӗркелеме палӑртнӑ пулнӑ. Анчах та коронавирус эпидемийӗ спорта та пысӑк витӗм  кӳнӗ.  Ҫав-ҫавах йывӑрлӑхран тухмалли майсем тупнӑ.

 

Елена Дмитриева, Вячеслав Ильин, Никита Углев