Трактор музейӗн ушкӑнӗ ҫӗршыври ака-суха чемпионатне хутшӑннӑ

 22 трактор тата уй-хир ӗҫне тумалли 6 хатӗр курава тӑратнӑ. Ҫавӑн пекек пысӑк вӑйпа Чӑваш Ен ҫӗршыври ака-суха чемпионатне хутшӑннӑ. Ӗҫ-пуҫа тӗп хулари Трактор музейӗн ушкӑнӗ илем кӳнӗ. Кӑҫал хӑйнеевӗр тупӑшу Ставрополь тӑрӑхӗнчи «Минводы - Экспо» курав центрӗнче пулнӑ.

Уҫӑ чемпионата механизаторсем ҫӗршыври 28 регионтан пуҫтарӑннӑ. Унсӑр пуҫне Кӑркӑс, Беларуҫ, Абхазипе Кӑнтӑр Осети аграрийӗсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсем пурте ял хуҫалӑх тытӑмӗнче пысӑк опыт пухма ӗлкӗрнӗскерсем. Ҫавӑн пекех ҫамрӑк нумай пулни сисӗнчӗ. Ҫакӑ ҫӗршыври агропромышленность комплексӗ ҫӗнелсе пынине ҫирӗплетет ҫеҫ. Иртнӗ ӗмӗртех кун ҫути курнӑ техника чемпионата хутшӑнакансене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ экспонатсем фестивале ҫитме 1650 ҫухрӑм парӑнтарнӑ.  

Ҫӗршыври ака-суха чемпионатӗнче Трактор музейӗ чӑнах та кӗтнӗ хӑнасенчен пӗри. Учрежденире тӑрӑшакансем унта 5-мӗш ҫул хутшӑнса ырӑ ята тивӗҫме ӗлкӗрнӗ. Альберт Сергеев ертсе пыракан ушкӑн ку хутӗнче те анлӑ программа хатӗрленӗ. Чи кӑсӑклисенчен пӗри - "Трактор - шоу". 

Паша Ангелина ячӗпе хисепленекен хӗрсен бригади трактор урапи айӗнчен тусан кӑларса, ҫӑмӑл мар хӑнӑхтарусем пурнӑҫласа куракансене самай хавхалантарчӗ. Ушкӑн ҫавӑн пекех кӗрхи тата ҫурхи ака-суха ӗҫӗ-хӗлне, утӑ ҫулнине, ытти ҫӗр ӗҫне кӑтартса пачӗ. Кураври сухапуҫ, кӗрепле, сеялка, жнейка, косилка тата ытти хатӗр те чемпионат хӑнисемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗ.

"Парне" фольклор ушкӑнӗ вара уй-хирти ал ӗҫне кӑтартса панипе пӗрлех чемпионата хутшӑнакансене чӑвашсен йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллаштарчӗ.  

Курав лаптӑкӗ халӑхран татӑлмарӗ. Техникӑна ҫывӑхран пӑхма кӑна мар, экспонатсем ҫине ларса курма, сӑн ӳкерӗнме юрани нумайӑшне илӗртрӗ.  

Леонид Петров, Николай Семенов.