Юртӑ урхамахсен ӑмӑртӑвне 800 пин тенкӗпе танлашакан парне фончӗшӗн тупӑшма Кармалти ипподрома 30 ытла спортсмен ҫитнӗ. Чӗлхесӗр янаварсен ӑсталӑхне тупӑшура тӗрлӗ енлӗн хаклама май пулчӗ. Эксперт комиссийӗнче лаша ӗрчетессин Пӗтӗм Раҫҫейри институчӗн специалисчӗсем. Кармалсем, паллах, ентешне хавхалантарма килнӗ. Александр Попов ӑмӑртӑва йӗркеленипе пӗрлех, хӑй те старта тухрӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен йышӗнче ҫамрӑксем те, ӑсталӑхне нумай ҫул туптакансем те пур. Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Краснов та черетлӗ ҫӗнтерӳшӗн тупӑшма килнӗ.
Ҫулӗпе аслӑрах лашасем чи малтан чупӑва тухрӗҫ. Пуҫлама ялан йывӑр, анчах опыт пурри хӑват парать. 3 ҫултисен ҫивӗчлӗхне вара пӗр стартпа хак пачӗҫ. "Бледж ЛОК" ӑйӑр ячӗллӗ кубока Владимир Павлов тытса пыракан Капитан ҫӗнсе илчӗ. Финала пуҫличчен юланутҫӑсем те ипподром ҫулӗ ҫине тухрӗҫ. 9 ҫулти «Спартак» пин те 600 метр чупса Сергей Пыркина ҫӗнтерӳ парнелерӗ.
Ылтӑн Кубока ӑмӑртӑва йышӑннӑ хуҫасем - кармалсем - ҫӗнсе илчӗҫ. Спорт уявне малалла тӑсакансем чӑваш эстрада юрӑҫисем пулчӗҫ.
Алиса Александрова, Вячеслав Ильин








