Тӗп хулара спорт объекчӗсем хута кайрӗҫ

Чӑваш Ен ҫуралнӑ кунне анлӑ паллӑ турӗ. Пӗрремӗш хут ҫак уява 1995-мӗш ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ. 2000-мӗш ҫултанпа вара ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ - патшалӑх уявӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Республика кунӗ савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ нумай пулчӗ. Тӗп хулара спорт объекчӗсем хута кайрӗҫ - "Волга" стадион тата Пӑр керменӗ. Ҫак ятпа шупашкарсене Раҫҫей спорт министрӗ Михаил Дегтярев саламларӗ. 

Республика кунӗ "Волга" стадион уҫӑлни хула ҫыннисемшӗн хаклӑ парне пулчӗ. Капмар комплекса хута ярасса кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче пурӑнакансем уйрӑмах кӗтнӗ. Ку тӑрӑхри 80 пин ҫын тинех кунта сывлӑхне ҫирӗплетме пултарӗ. Аса илтеретӗп, стадиона 2021-мӗш ҫулта ҫӗнетме пуҫланӑ. Унччен вӑл 20 ҫул ытла ӗҫлемен. 6 гектара яхӑн йышӑнакан лаптӑкра тӑрӑ айӗнчи каток, искусствӑлла сий сарнӑ стадион, чупмалли манеж, куракансем валли трибуна, тир вырнаҫнӑ. 

Виҫӗ хутлӑ ҫурт хальхи вӑхӑт ыйтнине туллин тивӗҫтерет. Малашне физкультурӑпа спорт комплексӗнче шывра ишессипе тӗрлӗ шайри ӑмӑртусем ирттерме май пулӗ. Кунта ачасемпе ҫитӗннисем валли уйрӑм бассейнсем тунӑ. Ҫавӑн пекех 2 пысӑк спорт залӗ йӗркеленӗ, кӗрешӳпе тата йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланакансене ятарлӑ пӳлӗмсем уйӑрса панӑ. 42 вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗ те юнашарах вырнаҫнӑ. 

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен "Волга" стадионта футбол, волейбол, шывра ишессипе, йывӑр атлетика, самбо, регби, ухӑран тата пӑшалран перессипе секцисем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Раҫҫей спорт министрӗ Михаил Дегтярёв спорт керменӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ӑна пысӑк хак пачӗ. Малашне те республикӑна ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗ. 

"Ҫӗнӗ хула" микрорайонти Пӑр керменӗ 3 пин те 700 тӑваткал метра яхӑн лаптӑкра вырнаҫнӑ. Ӑна "Демографи" наци проектне кӗрекен "Спорт - пурнӑҫ норми" федераци программипе килӗшӳллӗн хута янӑ. Ӗҫе строительсем 2022-мӗш ҫулта пикеннӗ. Пӑр арени, куракансем валли 250 вырӑнлӑ трибуна, тренажер залӗ, салтӑнса тӑхӑнмалли вырӑнсем, тренерсем валли пӳлӗмсем тунӑ. Талӑкне кунта 300 ытла спортсмен хатӗрленме пултарать. Аталанса пыракан микрорайонта пурӑнакансем ҫӗнӗ спорт объектне тахҫанах кӗтнӗ. 

Спорт комплексӗнче хоккеистсем, фигуристсем тата пӑр ҫинче конькипе чупакансем тренировкӑсем ирттерме пултарӗҫ. Вӗсем ҫӗршыв министрӗпе пухӑннӑ хӑнасене хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. 

Республикӑра спорт аталанӑвӗпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗ объектсем хута яни, маларах уҫнисене юсаса ҫӗнетни те ҫакнах ҫирӗплетет. 

Ҫӗнӗ комплекс Шупашкарти 4-мӗш спорт шкулне пӑхӑнса тӑрӗ. Раҫҫей спорт министрӗ Михаил Дегтярев ҫӗнӗ спорт керменӗсем малашне те уҫасса, ачасемпе ҫамрӑксене спорта явӑҫтарас ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑрасса шантарчӗ. 

Оксана Верликова, Леонид Петров, Вадим Владимиров, Святослав Петров