Тӗп хулара хоккей центрӗ хута яма хатӗрленеҫҫӗ

Ӗҫе паянхи куна 93 процент тунӑ. Объектри лару-тӑрупа Физкультура тата спорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Василий Петров паллашрӗ.

Чӑваш Ен "Спорт - пурнӑҫ норми" проекта хастар хутшӑнать. Унӑн тӗллевӗ - Раҫҫей Президенчӗн  Владимир Путинӑн хушӑвне пурнӑҫласа 2024-мӗш ҫул тӗлне спортпа туслашнӑ ҫынсен йышне 55 процента ҫитересси. "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пӗлтӗр регионти хоккей центрне тума пуҫланӑ. Паянхи куна  вӑл хатӗрпе пӗрех. Ӑна ҫитес уйӑхра хута яма палӑртнӑ.

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова.