Тӗнче уҫлӑхне пӗрремӗш ҫын вӗҫнӗренпе 60 ҫул ҫитнине халалласа - 60 ҫухрӑм велосипедпа

Чӑваш Енри хастарсем Шупашкартан 3-мӗш космонавтӑн Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхне - Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫул тытрӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Индире пурӑнакансем те велочупӑва тухрӗҫ.

Андриян Николаев лётчик-космонавта асӑнса хастарсем халӗ кашни ҫулах велочупу йӗркелеҫҫӗ. Сӑмах май, Космонавтика кунӗ ҫеҫ мар, ҫулталӑкне темиҫе хутчен те пулаҫҫӗ Шуршӑлта. Акцие "Хӗвеллӗ кустӑрмасем" пӗрлешӳ пуҫарнӑ. Йӗркелӳҫӗсен сӑмахӗпе, юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем спортпа тата историпе кӑсӑкланни куҫкӗрет. Хастарсен йышӗнче ветерансене те курма пулать. Калӑпӑр, кӑҫал велосипед ҫине ларса ҫула тухакансенчен чи асли - 78 -та. 

 


Вероника Павлова, Михаил Солин