Тӗнче класслӑ спорт мастерӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ватти-вӗтти старта тухрӗ

Патӑрьел районӗчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Александра Деверинская ячӗпе ӑмӑрту иртрӗ. 

Патӑрьел, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи тата Шупашкар хулинчи атлетсем - пурӗ хальхинче 164 спортсмен ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ачасемпе ҫамрӑксемшӗн, мӑн ҫынсемпе аслӑ ӑрурисемшӗн йӑлана кӗнӗ чупу республика шайӗнчи чи кӗтнӗ те пӗлтерӗшлӗ спорт уявӗсенчен пӗри. Чӑваш Енри тӗрлӗ районтан чи маттур спортсменсене хӑйсем патӗнче йышӑннӑ патӑрьелсем ӑмӑрту парнисене алӑран вӗҫертес темерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме тивӗҫнисем йышӗнче ытларах шӑпах Александра Деверинская ентешӗсем пулчӗҫ. 

Алиса Александрова, Иван Макеев