Тӗллеве пурнӑҫличчен тепӗр 500 ҫухрӑм

Питӗртен Владивостока чупакан пирӗн ентеш Максим Егоров (Курмыш) Приморье тӑрӑхне ҫитнӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн Инстаграмӗнче пӗлтернӗ.

Аса илтеретӗп, Максим Питӗртен пӗлтӗр кӑрлач вӗҫӗнче ҫула тухнӑ. Вӑл Владивостока чупса ҫитме тӗллев лартнӑ. Унӑн тата 500 ытларах ҫухрӑм юлнӑ. Спортсмен 20 ытла регион хыҫа хӑварнӑ. Вӑл шутра - Мускав, Чулхула облаҫӗсем, Чӑваш Ен, Тутар, Пушкӑрт республикисем, Челябинск тӑрӑхӗ, Бурят республики тата ытти те. Максим 30 ҫулта. Вӑл Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑсталӑхне туптанӑ. Тӑтӑшах тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, пӗрремӗш вӑрӑм дистанцие 16 ҫулта парӑнтарнӑ. Халӗ вӑл Питӗрти пӗр компанире инженер-механикре тӑрӑшать. Марафон чупма вӑл ятарлӑ отпуск илнӗ. Паянхи куна Максим Лучегорск хулинче. 

 

Елена Дмитриева