Тӗллевӗ патне кунран-кун ҫывхарса пырать

Чӑваш каччи Максим Егоров-Курмыш Владивостока чупса ҫитесшӗн.

Максим кӑрлач уйӑхӗнче Питӗртен ҫула тухнӑ. Кунне вӑтамран 30-а яхӑн ҫухрӑм парӑнтарать. Интернетри социаллӑ тытӑмсенче вӑл ҫынсемпе ҫыхӑну тытать. Хӑш хулара пулнине, хӑйне мӗн тӗлӗнтернине каласа кӑтартать, илемлӗ вырӑнсемпе паллаштарать. Максим Тверь, Мускав, Владимир, Чулхула, Хусан, Ӗпхӳ, Челябинск, Курган, Ишим, Омск, Новосибирск хулисене хыҫа хӑварнӑ та ӗнтӗ. Халӗ вӑл Кемеровӑра. 

 


Алёна Артёмкина