Сывлӑха ҫирӗплетнипе пӗрлех дисциплинӑна хӑнӑхаҫҫӗ

Хуларисемпе танах ял ачисем валли те спортпа туслӑ пулма, сывлӑха ҫирӗплетме майсем тӑвасси - республикӑри тӗп тӗллевсенчен пӗри. Паян пур муниципалитетра та физкультурӑпа спорт комплексӗсем, чылай шкулта секцисем ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Ҫӗньял Покровски вӑтам шкулӗнче те нумай пулмасть ҫӗнӗлӗх вӑя кӗнӗ - унта кикбоксинг уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. 

Ку вӗренӳ учрежденине пӗчӗк теме ҫук. Шкул ачисем пӗлӳ пухма 7 ялтан ҫӳреҫҫӗ. Паян кунта 250 яхӑн ача вӗренет. Ӑс-тӑна аталантарнипе пӗрлех кунта тӑрӑшакан педагогсем шкул ачисене спорта явӑҫтарассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Нумаях пулмасть кунта кикбоксинг уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. Тӗллеве тӗп хулари "ШАГ" спортклубӑн вӗренекенӗсем пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑ. Пӗрремӗш паллашу урокне кӑна 30-а яхӑн арҫын ачапа хӗрача килнӗ. 

Артур Шишокин тренер Кӳкеҫри "Улӑп" физкультура комплексӗнче тӑрӑшать. Спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑскер, хӑйӗн паха опычӗпе ачасене паллаштарма килӗшнӗ. Ҫак тӗллевпе муниципалитетра кикбоксинг уйрӑмӗсем йӗркелеме йышӑннӑ. Паянхи кун вӗсем Шупашкар тӑрӑхӗнче иккӗ. 

Ачасем кунта спорт ӑсталӑхне ӳстернипе пӗрлех характерне туптӗҫ, дисциплинӑна хӑнӑхӗҫ, хӑвӑрт шутлама вӗренӗҫ тата, паллах, кӗлеткине ҫирӗплетӗҫ. Ятлӑ-сумлӑ чемпионсем ҫакнашкал пӗрремӗш утӑмсенченех ҫитӗнеҫҫӗ. 

Леонид Петров, Вячеслав Ильин