Поселокри "Химик" стадион ҫумӗнчи вӑрманлӑ ҫӗрсене иртнӗ ҫул "Рассвет" спорт шкулӗ йӗлтӗр йӗрӗ уҫас шутпа тара илнӗ. Пӗр гектар ытла лаптӑкра сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене валли 4 тӗрлӗ трасса хатӗрлеме палӑртнӑ. Проект тӑрӑх кунта 1, 2, 3 тата 5 ҫухрӑм тӑршшӗ авкаланчӑк ҫулсем пӑхса хӑварнӑ.
Йӗлтӗр йӗрӗ валли пулакан трассӑна, чӑн та, ҫутӑ хунарӗсемпе пуянлатӗҫ. Ӗҫсене пӗтӗмпех "Август" организаци ҫумӗнчи "Звезопад" пӗрлешӳ туса ирттерӗ. Малтанах вӗсен кунти ҫула тикӗслесе хӑйӑр сармалла пулать.
Йӗлтӗр йӗрӗпе "Рассвет" спорт керменӗнче вӗренекенсемпе пӗрлех поселокра пурӑнакансем те ирӗккӗнех усӑ курма пултарӗҫ. Хальлӗхе вара пӗлтерӗшлӗ социаллӑ проекта пурнӑҫа кӗртесси юлать. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса пынине халӑхпа пӗрлех Ҫут ҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Роман Алексеев асӑрхаса тӑрӗҫ.
Алексей Енейкин








