Сывӑ пурнӑҫ йӗрки - ҫирӗп пуласлӑх никӗсӗ

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Упи ялӗнче йӑлана кӗнӗ мини-футбол турнирӗ иртрӗ. 

Трак тӑрӑхӗнчи Упи паттӑр ячӗпе ҫыхӑннӑ мухтавлӑ ял халӗ те чӑн-чӑн паттӑрсене ҫитӗнтерет. Тӑван чӗлхепе йӑла-йӗркене ӑша хывса ӳсекен ачасем аслисенчен тӗслӗх илсе сывӑ пурнӑҫ йӗркине те тӗпе хураҫҫӗ. Кашни ҫулах кунта ялти футбол клубӗн парнисемшӗн хӗрӳ турнир иртет. Малтан ӑна Упи ял тӑрӑхӗнче ирттернӗ. Кайран ӑмӑртӑва районти ытти командӑсем те килме пуҫланӑ.

Ялӑн пултаруллӑ ҫамрӑкӗсем тӑрӑшнипе йӑлана кӗнӗ тупӑшу ҫулран ҫул вӑйлансах пырать. Кунта уйрӑмах Николай Степанов пулӑшӑвне палӑртмалла. Ял-йыша вӑл тӗрлӗ ӗҫ-пуҫра пултарнӑ таран хавхалантарсах пырать.

Мини-футболла вылякансен ушкӑнӗсем хальхинче Трак тӑрӑхӗнчен кӑна мар, ҫывӑхри Ҫӗрпӳ енчен те килнӗ. Уйрӑм спортсменсем Шупашкартан та пур. Пӗтӗмпе - 5 команда. 

Ҫамрӑсем пӗрле пухӑнса тӗрлӗ ӗҫ туни ялӑн пуласлӑхне пысӑк шанӑҫ парать. Ыттисемшӗн ҫакӑ - ырӑ тӗслӗх. Сӑмах май, Трак тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксен уявӗ те ҫак кунсенче Упи тӑрӑхӗнче иртемелле. 

Нумай пулмасть, уписем ялти культура ҫурчӗ умӗнче Трак Ен карттине сӑнарлакан чечек клумби те тунӑ. Унта муниципалитета кӗрекен кашни 9 ял тӑрӑхне уйрӑм тӗспе ешерекен чечексемпе илемлетнӗ. Иртен-ҫӳрен ял илемленсе пынӑшӑн чунтан хӗпӗртет.

Мини-футболла вылякансем вара ялти тӗп стадиона каҫченех такӑрлатрӗҫ. Ушкӑнсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса мала тухассишӗн темиҫешер вӑйӑ вылярӗҫ. Ҫапла майпа ҫӗнтерӳҫӗ ята хальхинче тусайсен ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. Иккӗмӗш вырӑна Именкасси команди тухрӗ. Виҫҫӗмӗшсем вара - турнир хуҫисем, Упи ял ушкӑнӗ пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене кубок-медальсемпе, парнесемпе тата укҫа-тенкӗ парса хавхалантарчӗҫ. Кашнинех вӗри апатпа сӑйларӗҫ. 

Алексей Енейкин