Сумлӑ ентешрен тӗслӗх илсе ҫитӗнеҫҫӗ

Республикӑри ирӗклӗ майпа кӗрешекен ҫамрӑк спортсменсемшӗн Етӗрнере Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валерий Кочков ячӗпе иртнӗ ӑмӑртупа асра юлӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫак тупӑшу ҫулсеренех СССР спорт мастерӗ ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра иртет. 

Канашсем, патӑрьелсем, красноармейскисем, улатӑрсем, елчӗксем, сӗнтӗрвӑррисем, вӑрнарсем... Тата паллах Валерий Кочков ячӗпе хисепленсе тӑракан Шупашкарти 5-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакансем. Черетлӗ кӗрешӳ уявӗ тӗрлӗ ӳсӗмри 154 спортсмена пӗрле пухрӗ. Ачасене ӑнӑҫу сунма килнӗ сумлӑ хӑнасем хушшинче паллӑ тренерӑн вӗренекенӗсем те чылайӑн пулчӗҫ. Валерий Николаевич вӗсен асӗнче уҫӑ, ырӑ кӑмӑллӑ юлташ, ӗҫтеш, пӗлӗш пек юлнине, хӑйӗн патне ҫӳрекенсем маттур спортсментан ытла пурнӑҫра юрӑхлӑ, тивӗҫлӗ ҫын пулччӑр тесе тӑрӑшнине палӑртрӗҫ. Ун ячӗпе ирттерекен турнир сумӗ те ҫулран-ҫул ӳссе пырать.

8 ҫулти арҫын ачасенчен 15 ҫулчченхи яшсем кавир ҫине хавхаланупа тухрӗҫ. Кашнин ҫӗнтерес туртӑмӗ пысӑк пулни туйӑнчӗ. Кӗрешӗве тӗнче, ҫӗршыв шайӗнчи спорт ӑстисем сӑнанине кура ирӗклӗ майпа тупӑшакансен вӑй-хӑвачӗпе пӗрлех аслӑ юлташӗсем умӗнчи яваплӑхӗ те ӳсни сисӗнчӗ. 

Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Етӗрнери тӗлпулӑвӗ хӗрӳ иртрӗ. Кашни ӳсӗмре тенӗ пекех канашсем палӑрчӗҫ. 38 килоллӑ виҫе ушкӑнӗнче те, сӑмахран, малти 3 вырӑна шӑпах ҫак тӑрӑхран килнисем ҫӗнсе илчӗҫ. Шупашкарти 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекенсен, Красноармейскипе Патӑрьел тӑрӑхӗсенчи спортсменсен ячӗсем те ҫине-ҫинех янӑрарӗҫ чыславра.

Алиса Александрова, Иван Макеев