Старта ватти те, вӗтти те тухнӑ

Ҫӗнӗ Шупашкарти Николаев ячӗллӗ стадионта "Грани" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети иртрӗ. Кӑҫал ӑмӑртӑва 30-мӗш хут йӗркелерӗҫ. 

Эстафета яланах чӑн-чӑн спорт уявӗ. Кӑҫал юбилейлӑ тупӑшу уйрӑмах анлӑ пулчӗ. Ӑмӑртӑва пурӗ 2 пин ытла ҫын хутшӑнчӗ. Ку вӑл иртнӗ ҫултипе танлаштарсан чылай нумайрах. Старта, мӗнле калаҫҫӗ, ватти те, вӗтти те тухрӗ. Пӗрремӗшӗ хулари тӗрлӗ предприяти ветеранӗсем спортпа туслӑ пулнине кӑтартрӗҫ. Унтан ача сачӗсене ҫӳрекенсем шавлӑн ӑмӑртрӗҫ. Кашни ушкӑнра 5 хӗр ача тата 5 арҫын ача. Вӗсем 30 метр парӑнтарчӗҫ. Пӗчӗк спортсменсене ашшӗ-амӑшӗпе воспитательсем хавхалантарса тӑчӗҫ.

Пухӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Регионта спортпа физкультура аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. Республика кунӗ тӗлне Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулӗн комплексӗ реконструкци хыҫҫӑн уҫӑлассине каларӗ. Ҫавӑн пекех Николаев ячӗллӗ стадиона тӗпрен ҫӗнӗтме палӑртаҫҫӗ. Олег Николаев "Грани" издательство ҫурчӗн пултарулӑх ушкӑнне тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. Унсӑр пуҫне вип-чупӑва уҫрӗ. Ушкӑнра хисеплӗ хӑнасем, депутатсем, предприяти ертӳҫисем, спорт ветеранӗсем пулчӗҫ. Эстафетӑра студентсем, вӗренекенсем, ҫемьесем уйрӑм ушкӑнсенче тупӑшрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксем, дипломсемпе парнесем парса чысларӗҫ. 

Диана Иванова, Вадим Владимиров