Спортсменсене юр пӗр чарӑнми ҫуса тӑни те ҫӗнтерӗве туптама чармарӗ

Чӑваш Енри, Мари Элпа Тутар республикисенчи, Самарпа Киров облаҫӗсенчи йӗлтӗрҫӗсем "Путь к рекордам" ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнче тӗл пулчӗҫ. Вӑл Шупашкарта Олимп резервӗн иккӗмӗш спорт шкулӗн йӗлтӗрпе биатлон комплексӗнче иртрӗ. 

Регламентпа килӗшӳллӗн йӗлтӗрҫӗсем ушкӑнпа пӗр харӑс старт илчӗҫ. Ҫавна май тупӑшу кӑсӑк та хӗрӳ иртрӗ. Хӑйсен вӑйне, чӑтӑмлӑхне малтан 2016-мӗш ҫулта тата каярах ҫуралнӑ спортсменсем тӗрӗслерӗҫ. Сӑмах май, кӗҫӗн ушкӑнрисене ӑмӑртӑва йӗркелекенсем йӗлтӗрпе тивӗҫтерчӗҫ. - Чупма пурин те пӗр тан майсем пулччӑр тесе ҫапла турӑмӑр. Кун пекки урӑх регионсенче ҫук, - тет республикӑри йӗлтӗр федерацийӗн ертӳҫи Сергей Скоросуев. 

Спортсменсене юр пӗр чарӑнми ҫуса тӑни те ҫӗнтерӗве туптама чармарӗ. Йӗлтӗр йӗрне Олимп резервӗн шкулӗ лайӑх, тӗплӗ хатӗрленӗ. Йӗпреҫри "Патвар" спорт шкулӗнче ӑсталӑх пухакан Матвей Захаров классика мелӗпе чупса иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Ирӗклӗ майпа ӑмӑртса ылтӑн илес шанӑҫ вара финиш умӗнче ҫухалчӗ. 

Матвей протоколта тӑваттӑмӗш йӗркене, рейтингра иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Тепӗр тесен, "Путь к рекордам" ӑмӑрту ҫакӑнпа вӗҫленмест. Тепӗр икӗ тапхӑр пулмалла. Йӗпреҫсем старта пысӑк ушкӑнпа тухрӗҫ, ылтӑнне те, кӗмӗлне те ҫӗнсе илчӗҫ.

Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑрас текенсенчен халӗ Патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче заявка йышӑнаҫҫӗ. 

Екатерина Фомина, Вячеслав Ильин