Спортсменсем те унран тӗслӗх илеҫҫӗ

Муркаш районӗнче РФ ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, "Хисеп Палли" орденӗн кавалерне, районӑн хисеплӗ ҫыннине Платон Давыдова асӑнса волейбол турнирӗ иртрӗ. Ӑна кӑҫалхипе 9-мӗш хут йӗркелерӗҫ.

Платон Давыдов 30 ҫул ытла районти "Ударник" хуҫалӑха ертсе пынӑ, тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Турнира савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма пухӑннӑ хӑнасем Платон Павловича ырӑпа ҫеҫ аса илчӗҫ. Вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ, ҫынна хисеплекен ертӳҫӗ пулнине палӑртрӗҫ. Спорт уявне Платон Давыдовӑн тӑванӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӑл шутра мӑшӑрӗ, ывӑлӗпе хӗрӗ, мӑнукӗсем. Вӗсем спорт ӑмӑртӑвне килсе ҫитнӗ хӑнасемпе спортсменсене тав сӑмахӗ каларӗҫ. Турнир географийӗ яланхи пекех анлӑ пулчӗ. Кӑҫал унта хамӑр республикӑри спортсменсемпе пӗрлех, Кировпа Йошкар-Ола хулисенчен те волейболистсем хутшӑнчӗҫ. Ӑмӑрту харӑсах икӗ лаптӑкра - "Сывлӑх" спорт шкулӗнче тата Муркашри вӑтам шкулта иртрӗ. 

Хӗрӳ тупӑшура турнирӑн бронза медальне Муркаш районӗнчи "МетПласт" ушкӑн ҫӗнсе илчӗ, кӗмӗл - "Спартак-Исаково" командӑн. Ылтӑн хуҫисем вара Йошкар-Олари спортсменсем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех уйрӑм вылякансене палӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Кубоксем, медальсем тата асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗҫ. 

Оксана Верликова, Иван Макеев