Спорт турнирӗ пулассине пӗлсенех таврари халӑх стадиона пухӑнать

Ватти-вӗттине пӗрлештерсе сывӑ пурнӑҫ йӗркине мухтакан уяв. Патӑрьелсем ӗлӗкрен ҫирӗпленнӗ йӗркепе спорт ӑмӑртӑвӗсен кунне ирттерчӗҫ. 

Патӑрьелсен мӑнаҫлӑ ятне тӳрре кӑларакан "Паттӑр" стадион нихӑҫан та пушӑ тӑни пулман. Кунта яланах тӗрлӗрен тупӑшусем иртеҫҫӗ, тӗрлӗ ӑмӑрту умӗнхи хатӗрленӳ ӗҫ-пуҫӗ вӗрет. Хастарсене йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк та хӑратмасть. Спорт турнирӗ иртессе пӗлсенех таврари халӑх стадиона пухӑнать.

Ҫак ӑмӑртусене вара пӗтӗм Раҫҫейри физкультурник кунне халалларӗҫ. Ку тӑрӑхран ҫитӗнекен ӑрӑва сывӑ пурнӑҫа явӑҫтаракан чылай пултаруллӑ спортсменпа тренер тухнӑ. Вӗсен вӗренекенӗсем Чӑваш Ен чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлеҫҫӗ.

Спорт уявӗнче ҫамрӑксем тӗрлӗ тӑршшӗне чупассинче ӑмӑртрӗҫ, ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр пулнине ҫирӗплетсе ГТО нормисене пурнӑҫларӗҫ.

Сывлӑх кунӗ кунта волейболла тата мини футболла вылякансен турнирӗ те иртрӗ. Ӑна Анатолий Токмаковпа Александр Поляков спорт ветеранӗсене асӑнса йӗркелерӗҫ. Хӗрӳ тупӑшура Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ушкӑнсем вӑй виҫрӗҫ. Ӑмӑрту кубокне вара треньелсен ушкӑнӗ ҫӗнсе илчӗ. 

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков