Ӑмӑрту паттӑра асӑнса пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланчӗ. Фирдус Камалетдинов мӗн пӗчӗкрен кӗрешӗве кӑмӑлланӑ. Пӗрре мар тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче палӑрнӑ. 1993-мӗш ҫулта "Спорт мастерӗн кандидачӗ" ята илнӗ. 1994-мӗш ҫулта Фирдус ҫар ретне тӑнӑ. Унта вӑл тӗрӗслев витӗр тухса "Арӑслан" ятлӑ ятарлӑ ушкӑна лекнӗ. Ҫавӑн пекех салтак спецназовецсен чи ҫӳллӗ шайри ӑсталӑх паллине - хӗрлӗ-хӑмӑр берета тивӗҫнӗ. 1994-1995-мӗш ҫулсенче вӑл Чечен Республикинче террористсене хирӗҫ кӗрешнӗ. Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Суворов медальне илме тивӗҫ пулнӑ. 1995-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче черетлӗ операци вӑхӑтӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна ҫӗршыв Президенчӗ Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ.
Патӑрьел тӑрӑхӗ - паллӑ спортсменсемпе пуян. Вӑл шутра кӗрешӳҫӗсемпе те. Ку спорт тӗсӗ ачасене ҫирӗп те чӑтӑмлӑ пулма, ҫитӗнӳсем патне талпӑнма пулӑшать.
Турнира "Раҫҫей спорчӗ" патшалӑх программипе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Ӑмӑртӑва йӗркелес ӗҫе чи малтан паттӑрӑн ҫемйи пуҫарнӑ. Ку шухӑша округ администрацийӗ те ырласа йышӑннӑ. Тӗп тӗллевӗ - Фирдус Камалетдиновӑн ятне упраса хӑварасси, унӑн паттӑрлӑхӗпе ҫитӗнӗкен ӑрӑва паллаштарасси тата ирӗклӗ майпа кӗрешессине ытларах ҫамрӑка явӑҫтарасси. Палӑртса хӑвармалла, Фирдусӑн ашшӗ те ӗмӗрӗпех ҫамрӑксене спортпа туслаштарас енӗпе вӑй хунӑ.
Паттӑра тӑван тӑрӑхра сума сӑваҫҫӗ. Унӑн ятне Хирти Пикшик ялӗнчи урама панӑ, вӑл вӗреннӗ шкулта асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫулсерен турнир йӗркелени те пӗлтерӗшлӗ. Ӑмӑртура палӑрнисене асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Оксана Верликова, Иван Макеев