Спорт аталанӑвне тӳпе хывакансемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ

Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ - физкультурӑпа спорт тытӑмӗнче тӑрӑшакансен професси кунӗ. Уяв умӗн вӗсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. Пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ спортсменсене тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫлекен тренерсене патшалӑх наградисемпе чысларӗ. 

Пӑр керменӗнчи конференц-зала тӗнче тата ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртусенче мала тухнӑ спортсменсем, тренерсем, спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Пӗр-пӗрне уяв ячӗпе саламларӗҫ, ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ. Пирӗн республика тӗнче шайӗнчи тупӑшусене яланах ҫӳллӗ шайра ирттернине палӑртрӗҫ тӗл пулура. Унпа пӗрлех инфратытӑм та аталанса пырать. Чӑваш Ен халӑха спорт объекчӗсемпе тивӗҫтерессипе малта пыракан регионсен йышӗнче. Муниципалитетсенче ҫӗнӗ спорт керменӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, стадионсем, бассейнсем тӑваҫҫӗ. Сӑмахран, иртнӗ 5 ҫулта республикӑра 50 спорт объекчӗ хута янӑ. Вӑл шутра вӗр ҫӗннисем те, тӗпрен юсаса ҫӗнетнисем те пур. Ҫакӑ Чӑваш Енре пурӑнакансен 58 процентне физкультурӑпа спорта явӑҫтарма май туса панӑ.

ГТО комплексне пурнӑҫа кӗртни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотла воспитани парас ӗҫре ырӑ витӗм кӳрет. Паянхи кун республикӑра пурӑнакан 313 пин ҫын нормативсене тултарнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗп хулара тӑрӑ айӗнчи футбол манежӗ ҫӗкленет, ҫавӑн пекех шыв спорчӗн хальхи йышши центрне тума пуҫланӑ. Тӗллевлӗ ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем курӑмлӑ. Кӑҫал 1-мӗш кварталта Чӑваш Енри 301 спортсмен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Кун пекки хальччен пулман. Республика Пуҫлӑхӗ спортсменсемпе ирттернӗ уҫӑ калаҫу усӑллӑ иртрӗ. Регионти спорт федерацийӗсене уйӑракан субсиди виҫине ҫитес ҫултан паллӑрмалла ӳстересси пирки калаҫса татӑлчӗҫ. Халӗ вӑл 100 пин тенкӗпе танлашать.

 

Леонид Петров, Святослав Петров