Шупашкарти Николаев ячӗллӗ паркра Сывлӑх кунӗ иртрӗ

Унта скандинави уттипе кӑсӑкланакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Акцие йӗркелеме пулӑшнӑ волонтёрсем вӗсене тӗрӗс утма вӗрентрӗҫ, унтан пурте пӗрле зарядка турӗҫ. 

Скандинави уттипе кӑсӑкланакансене 2016-мӗш ҫулта хулари ветерансен канашӗ тата тухтӑрсем пӗрлештернӗ. Кашни эрнерех вӗсем Николаев паркӗнче тӗл пулса пӗрле утнӑ, вӑхӑта усӑллӑ ирттернӗ. Енчен те малтанласа ушкӑнра 15-17 ҫын кӑна пулнӑ пулсан, майӗпен вӗсен йышӗ нумайлансах пынӑ. Тӗп хулан кашни кӗтесӗнчех вӗсен хӑйсен юратнӑ вырӑнӗсем пур - парксем, вӑрмансем. Пандеми пуҫлансан ҫакӑн пек тӗл пулусем сайраланнӑ. Ҫавӑнпа та тинех пӗрле пуҫтарӑнма май пулни нумайӑшне хавхалантарнӑ. Чӑн малтан хула тӗп больницинчи пай ертӳҫи Наталия Григорьева сывлӑха упрама тата ҫирӗплетме пулӑшакан ансат йӗркесене аса илтерчӗ. Юн пусӑмӗ, сахӑр, холестерин шайӗ мӗн чухлӗ пулмаллине ӑнлантарчӗ, сӗнӳ-канаш пачӗ. Ун хыҫҫӑн тухтӑр - волонтерсем зарядка ирттерчӗҫ. 

Надежда Александрова, Андрей Шоклев