Шупашкарти "Кванториум" технопаркра дронсем вӗҫтересси енӗпе ӑмӑрту иртрӗ

Унта 9-тан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пилотсӑр вӗҫекен хатӗрпе мӗнле ӗҫленине пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ сӑнарӗ.

Пилотсӑрах вӗҫме е ҫӳреме пултаракан хатӗрсем пурнӑҫа анлӑрах та анлӑрах кӗрсе пыраҫҫӗ. Ку технологипе тӗрлӗ тытӑмра усӑ кураҫҫӗ: транспортра, ял хуҫалӑхӗнче, ҫӑлав тата ҫар ӗҫӗнчӗ. "Кванториум" ача-пӑча техника паркӗнче дронсем пуҫтарма 7-мӗш ҫул вӗрентеҫҫӗ. Ҫакнашкал ӑмӑрту вара 2-мӗш хут иртрӗ. Унта республикӑри 40-е яхӑн ҫамрӑк пуҫтарӑнчӗ. Ачасем хӑйсем ӑсталанӑ техникӑна вӗҫтерса тупӑшрӗҫ. Кунта хӑвӑртлӑхпа пӗрлех, палӑртнӑ маршрута тӗрӗс пӑхӑннине, тӗрлӗ чӑрмава мӗнле парӑнтарнине шута илеҫҫӗ.

Елчӗкри вӑтам шкулта 7-мӗш класра вӗренекен Тимофей Антонов пилотсӑр хатӗрсемпе кӑҫалтан кӑсӑкланма пуҫланӑ.  Эрнере 3 хутчен "Квадрокоптеры" кружока ҫӳрет. 2019-мӗш ҫулта Елчӗк шкулӗнче "Точка роста" центр уҫӑлнӑ. Ҫавна май вӗренӳ учрежденине тӗрлӗ хатӗрпе, вӑл шутра квадрокоптерсемпе тивӗҫтернӗ. Елчӗксем кун пек ӑмӑртусене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ, ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ.

Дронсене вӗҫтерме ҫӑмӑл мар. Кирлӗ вырӑнта тата вӑхӑтра чарӑнма пӗлмесен, хатӗр персе анать. Ҫавӑнпа та ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пулӑшакансем те пулчӗҫ. Вӗсем техникӑна тимлесех тӑчӗҫ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксем тата парнесем парса хавхалантарчӗҫ.

Диана Иванова, Михаил Солин