Шупашкарти хоккей центрӗнче тренировкӑсем ирттерме пуҫланӑ

Кӑҫал Республика кунӗ тӗлне Шупашкарта хоккей центрӗ хута ячӗҫ. Тинех вӑл пӗтӗм хӑватпа ӗҫлеме пуҫларӗ. Кунта спортсменсем тренировкӑсем ирттерме тытӑнчӗҫ.

Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗ ҫумӗнчи регионти хоккей центрне федерацин "Спорт - пурнӑҫ норми" тата "Демографи" наци проекчӗсем пулӑшнипе тунӑ. Ку кермен 4 пин тӑваткал метр йышӑнать. Трибунӑра 228 ҫын вырнаҫма пултарть. Ҫурта ҫуллах хута янӑ пулин те, пандемишӗн унта тӳрех спортсменсене йышӑнайман. Спорт объекчӗсене ӗҫлеме ирӗк парсан тин хоккеистсен тренировкисем пуҫланнӑ. Тӗп хулара ҫакнашкал объект пулни ачасемшӗн те, ашшӗ-амӑшӗшӗн те меллӗ. Унччен ҫамрӑксем Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳренӗ. 

 

Алена Артемкина, Михаил Солин